Новое видео
Элӗк тӑрӑхӗнчи Анат Татмӑш ялӗнче пурӑнакансем йӑлана кӗнӗ тӑрӑх юр кайса пӗтсен Атӑк ҫӑлӗн таврашне тирпей-илем кӳме пуҫтарӑнчӗҫ. Ял халӑхӗ яланхи пекех кар тӑрса ӗҫе кӳлӗнчӗ. Палӑртнӑ вӑхӑта ку тӑрӑхра пурӑнакансемпе хӑнасем алла кӗреҫе-кӗрепле тытса ҫӑлкуҫ таврашне пуҫтарӑнчӗҫ. Тирпей-илем кӗртес ӗҫе ҫитӗннисем те ачасем те ҫемйипех хутшӑнакансем те пулчӗҫ. Пӗрисем хӑрнӑ йывӑҫ-турата касрӗҫ теприсем кӗреплесе тасатрӗҫ виҫҫӗмӗшсем йывӑҫ-тӗм валли урапасене шуратрӗҫ. Ӗҫ пурин валли те тупӑнчӗ. Кӑҫал республикӑри виҫӗ округри Татмӑш ялӗсем ...
Категория видео: Новости и СМИНовое видео